Пурнӑҫне юратнӑ ӗҫпе ҫыхӑнтарнипе хӑйне телейлӗ, тет Юрий Дмитриевич. Ача чухнех вӑл музыка енне туртӑннӑ. Ялти ӑста купӑсҫӑсем кӗвӗ каланине тимлӗ те тӗлӗнсе пӑхса ларнӑ. Пиччӗшӗ купӑс парнелесен вара хӑй тӗллӗн кӗвӗ янӑратма вӗреннӗ.
Шкул хыҫҫӑн Юрий Дмитриевич Шупашкарти музыка училищине вӗренме кӗрес тенӗ - анчах унта документесене йышӑнма пӑрахнӑ пулнӑ. Маляра кайма шутланӑ - сывлӑхне кура йышӑнман. Нумай та вӑхӑт иртмен, хаҫатра вӑл шӑпине татса паракан пӗлтерӗве курнӑ.
Вӗренес, ӗҫлес туртӑм пысӑк пулнӑ ҫамрӑкӑн. Ӗмӗт йывӑрлӑхсене парӑнтармасӑр пурнӑҫланманнине вӑл лайӑх ӑнланнӑ. Канашри педагогика училищине вӗренме кӗме килсен Юрий Дмитриевич пӗр эрне вокзалта ҫывӑрнӑ.
Канашри педагогика училищине пӗтерсен вӑл унтах пӗр вӑхӑт ӗҫленӗ. Унтан Юрий Дмитриевич Хусанти педагогика институтне вӗренме кӗнӗ. Аслӑ шкулта студент баянистсен ансамбльне ертсе пынӑ. Алла диплом илсен тӑван тӑрӑха тавраннӑ - педагогика институтӗнче студентсене вӗрентме пуҫланӑ. Унта вӑл 50 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ. Ҫак тапхӑрта хӑйӗн пултарулӑхне тӗрлӗ енчен кӑтартнӑ. Ҫамрӑксене вӗрентмелли 200 ытла наукӑпа методика ӗҫне ҫырнӑ. Пурӗ пине яхӑн хайлава юрра хывнӑ. Театрсем валли кӗвӗсем ҫырнӑ.
Юрий Кудаков 80 ҫул тултарнине халалланӑ уяв каҫӗ раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртет. Унта Чӑваш патшалӑх юрӑпа таша ансамблӗ тата ытти артист пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ. Уяв 16 сехетре пуҫланать. Тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.